2024-мӗш ҫулхи Чӑваш биенналин теми «Дом о семи крыльях — Ҫич ҫунатлӑ ҫурт» Чӑваш Ен культурин кил-ҫурт ӑнлавӗн тӗп енӗсене пӑхать. Кирек мӗнле халӑхра та ҫурт — хӑй ҫынна, унӑн хӑйне евӗрлӗхне, харкамлӑхне, чунне, ҫемьепе тата йӑхпа ҫыхӑннине пӗлтерекен тӗп ӑнлав.
«Çын шутне кĕрес тесен этемĕн кил-çурт çавăрмалла»
Куҫса кайни
Чӑваш халӑх кун-ҫулӗнче куҫса ҫӳрени, хӑваласа яни, юркӑн пурӑнни тата тымар ярасси паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Тӗрлӗ халӑхпа культура (пӑлхар, финн-угр, тутар, монгол, славян тата ытти) витӗмӗ, вӗсемпе ҫывӑх кӳршӗлленни тата тапхӑрӑн-тапхӑрӑн географиллӗ ҫывӑхланнипе инҫетленни чӑваш культурине, чӗлхине тата йӑлине хӑйне евӗрлӗ йӗркелеме май панӑ.
Чӑваш Енре ҫурт-йӗре тӗрлӗрен теҫҫӗ: «ҫурт», «пӳрт» е «кил». «Кил» япала ячӗ «кил» ӗҫ-хӗлпе пӗр саслӑн янӑрать, «кил» сӑмах калаҫакан еннелле куҫнине, «пыр» сӑмах вара урӑхла, калаҫаканран куҫнине кӑтартать. «Кил кунта» теме пулать, анчах «пыр кунта» теме юрамасть — «унта пыр» тени тӗрӗсрех пулать. Тен, ӗлӗк «кил» сӑмах яланах каялла таврӑнмалли вырӑна пӗлтернӗ.
Атӑл тӑрӑхне куҫса кайиччен чӑвашсен мӑн аслашшӗсем, ытти ҫурма юркӑн е юркӑн пурӑнакан халӑхсем пек, ҫурта юрта евӗрлӗ тунӑ. Вӑл йывӑҫ кӑшкартан тата кӗҫҫерен тунӑ пуҫтарма ҫӑмӑл куҫарса ҫӳремелли ҫурт. Юрта тата хӗр туприн пӗр пайӗ пулнӑ, ӑна вӑл хӑйпе пӗрле туя илсе кайнӑ, малашне вӑл ҫӗнӗ ҫынсем валли пӗрремӗш ҫурт пулса тӑнӑ. Кӑҫалхи биеннале ячӗнче эпир ҫак ҫурт-йӗр тӗсӗ урлӑ чӑвашсен тӗпленсе ларас умӗнхи пурнӑҫ ҫине тимлӗх уйӑрассине тата ҫурта темӗнле вӑхӑтлӑх, ҫӑмӑл, сӳтӗлекен хӳмеллӗ, анчах ҫав самантрах ун ҫинчен ӗмӗрсем тӑршшӗпех аса илмелӗх ҫирӗп пулнине ытарлӑн пӑхса тухассине палӑртатпӑр.
Чӑвашӑн космогонла тӗнче курӑмӗнче тӗттӗм вӑрманта ылтӑн юпа пур, ун ҫинче тӳпе, тӑрӑ палли пек асамлӑ кайӑк ларать: «77 ҫут ҫанталӑкра ылтӑн йӗтем, ылтӑн йӗтем ҫинче ылтӑн тунката, ылтӑн тунката ҫинче ылтӑн куккук». Ҫуртӑн ҫунат пур тесе сӑвӑҫ ирӗксӗрех ҫурта чӑваш тӗнче курӑмӗнче кулленхи пӗлтерӗшӗпе пӗрле сӑваплӑ пӗлтерӗш парать.
Ҫурт вӑл — пурлӑх ӑнланӑвӗ ҫеҫ мар, тӗрлӗ вырӑнпа ҫыхӑнма пултаракан аса илӳсемпе, шӑршӑсемпе, туйӑмсемпе, ӗмӗтсемпе ҫыхӑннӑ шухӑшлав категорийӗ те. Шупашкарта пурӑнакансемшӗн уйрӑм географи вырӑнӗпе ҫыхӑнӑва тӑнкарассин ҫаврӑну саманчӗ хулан пӗр пайне гидроэлектростанци тума шыв илни пулнӑ. Ун чухне чылай пӳрте, урама, обществӑлла ҫурта, чиркӗве шыв ҫӑтса янӑ, ҫынсене хӑйсем ӗмӗрсем хушши пурӑннӑ, хӑйсен хӑй евӗрлӗхӗн никӗсне йӗркеленӗ вырӑнсенчен хӑваласа кӑларнӑ. Ҫак пулӑм шыв айне пулнӑ урамсенче пурӑнакансене кӑна мар, Шупашкарти пӗтӗм халӑха пырса тивнӗ — ӑрусем хушшинчи суран тунӑ.
Ҫиччӗ
«Ҫич ҫунатлӑ ҫурт» ятӗнче юрта тума миҫе сӑвай кирли те пӗлтерӗшлӗ — ҫиччӗ. Ҫак хисеп Атӑл тӑрӑхӗнчи тата Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсемшӗн сӑваплӑ. Сӑмахран, ҫичӗ ҫул хӗресленнӗ ҫӗрте ҫурт лартмалла мар тесе шутланӑ. Тӑвансем хушшинче ҫиччӗмӗш сыпӑк таран мӑшӑрланни ҫылӑх шутланнӑ, ҫавӑнтан «ҫичӗ ют» сӑмах майлашӑвне туй юррисенче каччӑ пирки усӑ курнӑ. Христиан тӗнӗчченхи саманара Чӑваш Енре ҫичӗ кунран асӑну каҫӗ ирттернӗ пулнӑ. Ҫиччӗ асамлӑ, чир-чӗртен, инкек-синкекрен сыхлакан хисеп тесе шутланӑ, ҫавӑнпа та юртӑна ҫичӗ сӑвайпа усӑ курса лартма тӑрӑшнӑ.
Театр
К. И. Иванов ячӗллӗ Чӑваш драма театрӗнче биеннале ирттересси паллӑллӑ та, биеннале темипе те килӗшсе тӑрать. Чӑваш театрӗ XIX–XX ӗмӗрсен пуҫламӑшӗнче Чӑваш Ен наци ренессансӗн тӗлӗнмелле палӑрӑмӗ пулса тӑнӑ, унта чӑваш интеллигенцийӗн наци ӗмӗчӗсем палӑрнӑ. Ӗмӗрсен хуҫлӑмӗнче Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсене витӗм кӳнӗ пултарулӑх театрӗ сцена туллин палӑрма кӗтнӗ пӗтӗмӗшле аталаннӑ культура пулнине ҫирӗплетсе пачӗ. 1905-мӗш ҫулхи пӗрремӗш вырӑс революцийӗ хыҫҫӑн малтанхи ҫулсенчех чӑваш интеллигенци ҫыннисем хӑйсен тӑван чӗлхипе спектакльсем лартма пуҫланӑ. Юпари революци хыҫҫӑн театр халӑх чӗлхипе чӑваш йӑли-йӗркин чӑн-чӑн «килӗ», поэзипе литературӑна чӗртсе тӑратмалли вырӑн пулса тӑчӗ. Театра никӗсленӗ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхипе лартнӑ пӗрремӗш спектакльсем тухнӑ. Ҫак постановкӑсене халӑх хаваспах, пархатарлӑн йышӑннӑ — залсенче ларма вырӑнсем те ҫитмен. Чӑваш Еншӗн театр наци йӗркелессин культурӑллӑ форми пулса тӑнӑ, унта ушкӑн тата уйрӑм ҫын хӑй рефлекси ҫӗнӗ формисем палӑрнӑ та палӑраҫҫӗ. Театр общество хӑйне мӗнле курнине, вӑл мӗнле идеалсем туртӑннине, унӑн суранӗсене мӗнле историллӗ пӑтӑрмахсем йӗркеленине кӑтартса пама пулӑшать.
Биеннале теми, «Ҫич ҫунатлӑ ҫурт», театр пурнӑҫӗн ҫак курӑнакан тата пытаннӑ енӗсене уҫса парать. Мӗн вӑл пирӗн пӗрлехи кил-ҫурт, мӗн вӑл пирӗн харпӑр кил-ҫурт? Вӑхӑт ҫитнӗ май вӑл мӗнле улшӑнать, мӗн хӑйне кӗртет, мӗн хӑйӗнчен кӑларса пӑрахать, камлӑха мӗнле йӗркелет тата ӑна пӗр е тепӗр еннелле мӗнле куҫарма пултарать? Фестивальте кил-ҫурт ҫинчен материаллӑ виҫе пек кӑна мар, ҫавӑн пекех вӑхӑтлӑх, ҫӑмӑллӑн куҫакан, «ҫӑмӑл ҫунатлӑ» пек пӑхса пӗр регионта тӗрлӗ община, наци тата этнос харпӑрлӑхӗ, тӑван ҫӗр-шывӗ, куҫса кайни, пӗрле пурӑнни тата пӗр-пӗрне ӑнланни ҫинчен калаҫаҫҫӗ.
Биенналин ҫичӗ пайӗ
Курава ҫурта нумай енлӗн уҫса паракан ҫичӗ пая уйӑрнӑ.
Ҫурт — ҫыхӑну Ӳкӗрӳҫӗсем «Ҫурт — ҫыхӑну» — пӗрлештерекен, пӗтӗмлетекен, хӑнана чӗнекен, йыхравлакан тата илӗртекен япала — темӑпа ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫурт — харкамлӑх Кил-ҫурт темине питӗ харкамлӑ, хупӑ вырӑн пек уҫса паракан ӗҫсем кӑтартнӑ: «Ҫурт — харкамлӑх».