Ира Конюхова — Хальхи ӳнерӗн II Чӑваш биенналӗн асӑрхавҫи.
Ӳнер медийӗ тата куравсен дизайнӗ енӗпе диплом илнӗскер, асӑрхавҫӑ, ӳкерӳҫӗ. Австрин Линцри Вали Экспорт центрӗн тӗпчев программин (2020–2021), Bs Projects резидент программин (Германи, Браушнвейг, 2018) тата Анатри Саксони Ҫӗрӗн куравпа тӗпчев ӗҫӗ валли гранчӗн (2021–2022) стипендианчӗ. Йоханнес Гутенберг университечӗ ҫумӗнчи Майнц хулин ӳнер академийӗнче (Германи), Карлсруэри патшалӑх дизайн унививерситетӗнче (Германи), Линцри ӳнер университетӗнче (Австри, Тури Австри) вӗреннӗ. Германире вӗрентес ӗҫӗнче анлӑ пӗлӳ-хӑнӑху пур. Культура енӗпе 15 ҫул ытла ӗҫлет. Раҫҫейри тата Германири куравсене йӗркелесе пынӑ тата асӑрхаса тӑнӑ.