Лапам
Лапам
Иванов ячӗллӗ Чӑваш драма театрӗ — Чӑваш Енӗн аслӑ театрӗ, Чӑваш Республикин наци культурин тӗп лапамӗ. Хӑйӗн 106 ҫул хушшинчи ӗҫӗнче театр ертӳлӗхӗпе коллективӗ регионӑн кӑна мар, пӗтӗм ҫӗр-шывӑн культура процесӗсенче ҫирӗп вырӑн йышӑнма пултарчӗҫ. Театрӑн тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине, халӑх йӑли-йӗркине упрасси тата вӗсене ӑруран ӑрӑва куҫарасси. Наци театрӗн миссийӗ вара — культура кодне палӑртасси, ӑна ялан аталантарасси.

Чӑваш драма театрӗ — культура палӑкӗ, наци камлӑхне упраканӗ тата йӑла-йӗркесене тытса пыраканӗ, ҫав хушӑрах хӑйне палӑртма ҫӗнӗ меслетсем патне уҫӑскер. Кун пек хутлӑхра — 1918-мӗш ҫулта Хусанта театр йӗркелекен чӑваш культура интеллигенцийӗн импульсӗпе пуянланса хальхи ӳнер ҫӗнӗ контекст тупма пултарать. Чӑваш биеналлине театрта ирттерни — ҫӗнӗ культура нарративне, перформативлӑх, калаҫу, эксперимент тата ҫӗнӗлӗх хутлӑхне тӑвасси енӗпе утӑм.

Театрӑн тӗрлӗ енлӗ архитектури хальхи хайлавсене кӑтартма ятарлӑ майсем парать. Хутлӑхӑн характеристикисем — сценӑран пуҫласа фойене ҫитиччен — тӗрлӗ жанрлӑ ӳнер объекчӗсене килӗшӳллӗн лартма ирӗк параҫҫӗ. Театр архитектурин тата интерьерӗн хӑй евӗрлӗхӗ ӳнерҫӗсене тулашри таврашӗпе хутшӑнса куракансене вӗсен ӑнлану чиккисене сарса ӳнерпе ҫӗнӗ формӑллӑ калаҫӑва чӗнме май парать.
© ХӲЧБ 2024

Сайта omtoki тунӑ
Киленсем валли