Ӑҫта чарӑнса тӑмалла
Ӑҫта чарӑнса тӑмалла
«Атӑл Премиум» отель

Ярославль урамӗ, 23-мӗш ҫурт, 1-мӗш корпус

Тӑватӑ ҫӑлтӑрлӑ хӑтлӑ пӳлӗмлӗ бизнес-отель. Отель Шупашкар хулин варринче (унӑн историллӗ пайӗнче) вырнаҫнӑ. Ӗҫлӗ ҫынсемшӗн те, туристсемшӗн те килӗшӳллӗ вырӑн. Мӑн шайлӑ сервиспа тата вакки-тӗвеккине тимленипе уйрӑлса тӑрать.

Юнашарти паллӑ вырӑнсем:
  • Хӗрлӗ тӳрем,
  • Шупашкар Арбачӗ,
  • Атӑл ҫыранлӑхӗ,
  • Юхан шыв порчӗ,
  • Чӑваш драма театрӗ.

Сайт

Скидка 10% по промокоду “БИЕННАЛЕ” (Скидку можно активировать позвонив по номеру телефона гостиницы)


fotocheb.ru сайтри ӳкерчӗкӗ
«Республика» апарт-отель
Ярославль урамӗ, 27-мӗш ҫурт

Апарт-отельте 33 пысӑк пӳлӗм, кашнинче апат пӗҫермелли савӑт-сапаллӑ мини-кухня, пӗҫерӳ панелӗ, холодильник, микрохум кӑмаки пур. Пӳлӗмсене кӗске вӑхӑтлӑха чарӑнусем валли те, нумай пурӑнма та питӗ лайӑх.

Юнашарти паллӑ вырӑнсем:
  • Хӗрлӗ тӳрем,
  • Шупашкар Арбачӗ,
  • Атӑл ҫыранлӑхӗ,
  • Юхан шыв порчӗ,
  • Чӑваш драма театрӗ,
  • Ӳнер музейӗ.

fotocheb.ru сайтри ӳкерчӗкӗ
«Раҫҫей» конгресс-отель

Юрий Гагарин урамӗ, 34/2-мӗш ҫурт

Шупашкарти чи пысӑк отель. Пурӗ 217 пӳлӗм: стандартлисенчен пуҫласа ҫӳллӗ категориллисем таран (люкс, апартамент, сюит). Кашнинех тӗнчери хальхи стандартсем тӑрӑх йӗркеленӗ.

Юнашарти паллӑ вырӑнсем:
  • «Олимпийский» стадион,
  • Пӑр керменӗ,
  • Трактор историйӗн музейӗ,
  • «Спартак» стадион,
  • «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗ.

«Чӑваш Ен» хӑна ҫурчӗ

Ленин тӑкӑрлӑкӗ, 2-мӗш ҫурт

«Чӑваш Ен» хӑна ҫурчӗ — 4 ҫӑлтӑрлӑ люкс класӗ. 1963-мӗш ҫулта никӗсленӗ, ҫавӑнтанпа вара хӑналас йӑла-йӗркипе хӑйӗн кун-ҫулне тӑсать. 2024-мӗш ҫулта тулли мар ҫӗнетӳ тунӑ, кӑмӑллӑ хальхи хӑтлӑх.
«Аl Dente» ресторан — Чӑваш Ен тӗп хулинчи Италин ытарма ҫук техӗмӗ. «АРОМАТАЙ» спа-салон — тай специалисчӗсем, массаж тата спа-пулӑшусем. Спортпа кану — бассейн, сауна, хамам, велосепдпа ҫӳрев. Спа тата сиплев комплекс пулӑшӑвӗшӗн хӑнасене 10%-лӑ йӳнетӳ. Килӗр — тимлени ӑсталӑх пулса кайнине туйӑр.

Юнашарти паллӑ вырӑнсем:
  • В. И. Чапаев скверӗ,
  • Кӳлемӗш,
  • Республика тӳремӗ,
  • Шупашкар Арбачӗ,
  • «Лакрей вӑрман» парк.

Сайт

Скидка 10% по промокоду “БИЕННАЛЕ” (Скидку можно активировать при бронировании на сайте гостиницы)

fotocheb.ru сайтри ӳкерчӗкӗ
«ДИС» президент-отель

Ҫӗрпӳ урамӗ, 11-мӗш ҫурт

Пуян историллӗ отель. Тахҫан ют ҫӗр-шыв хӑнисене ҫеҫ йышӑннӑ тата хулари пӗрремӗш 4 ҫӑлтӑр панӑ хӑна ҫурчӗ. Паян «ДИС» премиум-класӑн бизнес-отелӗ. Хӑна ҫурчӗ Шупашкарти тимӗр ҫул ваксалӗнчен 5 минутра тӑрать.

Юнашарти паллӑ вырӑнсем:
  • «Олимпийский» стадион,
  • А. Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗ,
  • В.И. Чапаев скверӗ,
  • Пӑр керменӗ,
  • Трактор историйӗн музейӗ.

Сайт

Скидка 10% по промокоду “БИЕННАЛЕ” (Скидку можно активировать при бронировании на сайте гостиницы)

Фотография с сайта fotocheb.ru Автор: Владимир Михайлов
«Ibis Шупашкар» отель

Президент бульварӗ, 27-мӗш ҫурт, Б литера

«Ibis» (Франци) сетӗн пӗрремӗш отель. Кунта чарӑнсан Европӑри стандартсем тӑрӑх пӳлӗмсемпе сервиссене дизайнерла йӗркелессине шанма пулать. Отельте 110 пӳлӗм. Кашнинчех климат контролӗ, шӑв-шав изоляцийӗ, сейф тата лаптак экранлӑ ТВ пур. «Ibis Kitchen» ресторан тата пур вӑхӑтра ӗҫме-ҫиме саккаслама юрӑхлӑ бар пур.

Юнашарти паллӑ вырӑнсем:
  • «Лакрей вӑрманӗ» парк,
  • Кӳлемӗш,
  • Оперӑпа балет театрӗ,
  • Республика тӳремӗ,
  • Хӗрлӗ тӳремӗ.

Сайт

Специальные цены по промокоду “БИЕННАЛЕ”, бронирование через почту H9661-SL@accor.ru или по телефону +7 (8352) 325 777

Фотография с сайта visitvolga.ru.
«Manor House»

Ҫеҫпӗл Мишши урамӗ, 17-мӗш ҫурт

«Manor House» — Шупашкарти историллӗ пайри бутик-отель. XVIII ӗмӗрти ҫуртра, Козьма Кадомцев купца ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Отельте стандарт, комфорт, люкс, суперлюкс категориллӗ классикӑлла стильлӗ 10 пӳлӗм. Пур пӳлӗмре кондиционер, телевизор, сейф тата мини-бар пур.

Юнашарти паллӑ вырӑнсем:
  • Хӳтӗлевҫӗ Анне палӑкӗ,
  • Остап Бендерпа Кисея Воробьяновӑн палӑкӗ,
  • Чӑваш наци музейӗ,
  • Кӳлемӗш,
  • Введени соборӗ,
  • Мускав ҫыранлӑхг,
  • II Кӗтерне палӑкӗ.

Сайт


visitvolga.ru сайтри ӳкерчӗкӗ
«Garden Hotel & Spa» отель

Университет урамӗ, 52-мӗш ҫурт

Хула чиккинчи хӑна ҫурчӗсен комплексӗ. Кунта кирек мӗнле кӑмӑла тивӗҫтерме 40 пӳлӗм пур: стандартлӑ «Супериортан» пуҫласа уйрӑм ҫуллахи верандӑпа тата вӑрмана тухмаллиллӗ президент люксӗ таран. Хушма тата: спа-процедурӑсем, «Garden Bar» ресторанӗнчи кӑнтӑрлахипе каҫхи апатсем.

Юнашарти паллӑ вырӑнсем:
  • Гузовский рашчи.
  • Покровск-Татиана соборӗ,
  • Мускав ҫыранлӑхӗ,
  • «Амазония» парк.

Сайт

fotocheb.ru сайтри ӳкерчӗкӗ
«Атӑл» наци хӑна ҫурчӗ

Президент бульварӗ, 13-мӗш ҫурт

«Атӑл» хӑна ҫурчӗ Шупашкар хулин административлӑ варринче вырнаҫнӑ.

Юнашартм паллӑ вырӑнсем:
  • Чӑваш Республикин администрацийӗпе правительствин ҫурчӗсем,
  • Шупашкар кӳлемӗшпе ҫыранлӑх,
  • Чӑваш филармонийӗ,
  • Пукане театрӗ,
  • Оперӑпа балет театрӗ,
  • Наци музейӗ,
  • Хальхи ӳнер центрӗ.

Сайт

Хуларан инҫетре
Хуларан инҫетре
«Аван» глэмпинг

«Аван» глэмпинг — туссемпе, ҫемьепе е пӗчченех канмалли, шӑплӑхпа лӑпкӑлӑхпа киленмелли, ҫут ҫанталӑк вӑй-хӑвачӗпе капланмалли тӗп вырӑн. Хулари хӗвӗшӳрен инҫетре вырнаҫнӑ. Ҫӗнӗ А-фреймлӑ ҫуртсем, вырӑс мунчисем тата питӗ лайӑх спа вырнаҫнӑ.


Сайт

visitvolga.ru сайтри ӳкерчӗкӗ
«Нерядово» парк-отель

Хула тулашӗнчи Чӑваш енӗн ҫут ҫанталӑк ытамӗнче. «Нерядово» парк-отель — тӑватӑ ҫӑлтӑрлӑ эко-отель. Хула хӗвӗшӗвӗнчен инҫетре вырнаҫнӑ чи лайӑх канма вырӑн.


Сайт

visitvolga.ru сайтри ӳкерчӗкӗ
«Пӑлхар» этноглэмпинг

Унта авалхи Чӑваш Ене кӗрсе кайса авалхи йӑла-йӗрке атмосферипе киленме пулать. Авалхи стильлӗ хӑтлӑ ҫуртсем «Ялти тӑвансем патӗнче пек» ӑшӑ, лӑпкӑ тата килти, тӑван тата чунри темле туйӑм ҫуратаҫҫӗ. Чӑн-чӑн эко-продуктсенчен тунӑ тутлӑ наци кухни. Пӗчченлӗх, шӑплӑх тата хуларан инҫетри вӑрман — вӑй вырӑнӗ.


Сайт

«Заимка» кану бази

Шупашкар хулинчен 30 минутра вырнаҫнӑ туризм комплексӗ. Хула тулашӗнчи канӑва хӑтлӑх шайӗпе ҫыхӑнтарать. Сире хитре, илемлӗ территори, ҫӳллех мар вырӑс стильлӗ йывӑҫ ҫуртсем тата сӑнарлӑ ҫут ҫанталӑк кӗтсе илӗ.

Сайт


«Атӑл ялӗ» кану бази

Кану бази Атӑл хӗрринчи хыр вӑрманӗнче хуларан 30 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Территорире 8 икӗ хутлӑ хӑтлӑ коттедж, 2 вырӑнлӑ пӳлӗмлӗ отель, пысӑк та илемлӗ территори, вырӑс вутӑ мунчи, кафе, причал, пляж, мангал зони, ача-пӑча вӑйӑпа спорт площадкисем вырнаҫнӑ.


Сайт