Ильдар Муллин
Хальхи раҫҫей ÿнерçи, хăшен пултарулӑх ҫулӗ палӑрнӑ хӑй шыраса тупнă витӗмлӗ чӗлхепе тата тӗрлӗ экспериментсемпе искусство формисемпе. Искусствӑсенисторине тĕпченĕ. Каярах Ильдар хăйĕн пĕлĕвне аспиранутурăра малалла искусствоведени енĕпе тӑснă. Паха пӑнчӑпа илемлӗх патне таврӑннине кăрлач уйăхĕн 30-мĕшне 2015 çула палăртмалла, ИНИОН РАН вулавӑшра пушарпа кисреннӗ хыççăн, вӑл "Кур, епле ҫунаҫҫĕ ку кӗнекесем"картина ăсталанă. Ку хайлав унӑн биографинче ҫӗнӗ тапхӑрне паллӑ турӗ. 2022 ҫулта Муллин парфюмериэксперименчĕсем патне ҫаврӑнчӗ. Малтанах хӑй валли ырӑ шӑршӑсем туса ӳнерҫӗ ҫак ҫул-йӗре майӗпен тулли пултарулӑх практикине аталантарчӗ. Унӑн парфюмерисен уйрӑмлӑхӗ çырса хунă формулăсем ҫуккинче тата сахал тиражпа ӗҫленинче тăрать, кашнине паракан тиражсемпе, щак уйрăмлăхсем кашни композицие хӑйне евӗрлӗх парать. Малтан Муллин хӑйне артизаналлӑ парфюмер тесе чĕннĕ, халӗ вӑл хăйне ӳнерҫӗ тесе палӑртать, хăйĕн ĕçĕнче йӑлана кӗнĕ сăрăсем вырӑнне синтетика парфюмери молекулисем, эфир ҫӑвӗсем тата хӑй тӗллӗн ӑсталанӑ экстрактсем усӑ куракан.
«Куҫӑм»
инсталляци, 2025
Ильдар Муллинӑн "Куçăм" инсталляцийӗ туйӑм опычӗн чиккисене тата туйӑм тӑрӑмӗсен трансформацине тĕпчет. Ӳнерҫӗ нумай сийлӗ сенсор хутлăхне тӑвать, куракан сӑнавҫӑ кӑна мар пулса тăрать, тӗплӗн йӗркеленӗ куҫӑм ритуалне хутшăнакан пулать. Тӳрӗ кӗтеслӗ коридор, пир ширмӑсемпе виҫӗ пая уйӑрнӑ умлӑ-хыҫлӑ сегментсем, тӗттӗмрен ҫутта ҫул ҫӳреве путарать, ҫухатӑвӑн ҫивӗч туйӑмӗнчен шанӑҫ шевлисем патне илсе çитерет. Муллин акцента юриех вырӑнтан вырӑна куҫарать, куҫпа курни-илтни ҫинчен ӳт-пӳ, шăршă туйни опычӗ ҫине тĕрев тăвать – çак туйăмсем час-часах хальхи ӳнерӗн периферийӗнчеюлаççĕ. Виҫӗ секцирен кашнийӗ автономлӑ техӗмлӗ сцена пулса тӑрать, вӑл хӑйне евӗр туйӑмлӑ атмосфера тӑвать. Шӑршӑсем кунта хушса кӑна тӑмаҫҫӗ, вĕсем тулли илемлӗ чӗлхепе тарӑн ассоциацисене вӑратма пултаракан асаилӳсем те пулса тăраççĕ. "Куҫӑм" куракана вӑрахланма сĕнет, хамӑр туйӑмсене тăнлама, туйӑм улшӑнӑвне курма сĕнет. Проекта «ШЕВЛЕ» фестивальпе пӗрле пурнӑҫлаҫҫӗ.