Юма (Татьяна Андреева)
Ӳнерҫӗ. Чӑваш ӳнерҫисен союзӗн, "Пилеш кайӑксем" пултарулӑх пӗрлешӗвӗн членӗ. Картинӑсем ӳкерессипе, эрешсем тӑвассине, арт-объектсем, фотоискусствӑпа тата анимацисем хатӗрлессипе ӗҫлет. Пултарулӑх чӑваш культури ҫине ҫӗнӗлле пӑхнипе тулнӑ. Этнос элеменчӗсемхальхи саманапа килӗшӳллӗн мӗнле пӗрлешнине тӗпчет. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать. 2002 ҫулта Чӑваш Республикин Канаш хулинче ҫуралнӑ. 2022 ҫулта  Шупашкар ӳнер училищинче ӳнер уйрӑмне пӗтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳнер шутӗнче вӗрентнӗ (2022-2023 ҫулсем). "Чӑваш Енри хальхи искусство биенналӗнче" хутшӑннӑ (2022 ҫ.). Чӑваш мифологине тӗпе хурса "Вупӑр" вӑйӑ хатӗрленӗ(2022 ҫ.). “Юн” чӑваш енри ҫамрӑк пултарулӑх куравӗнче хутшӑннӑ (2023 ҫ.). "Тӑнӑҫ" ятлӑ эрешсен брендне тунӑ (2023 ҫ.). Америкӑри loAmmi журнал валли "КИЛ" этнос проекчӗн моделӗ татадизайнерӗ пулнӑ (2023 ҫ.). "Йорт" пӗрремӗш тӗрӗк комиксӗсен пуххин авторӗ (2023 ҫ.). "Паха терĕ"фабрикӑн ҫӗр ҫулне халалланӑ кӗнеке хуплашки валли модель пулса ӳкерӗннӗ татаГеннадий Иванов-Орков автор ертсе пынипех уплашкасем валли дизайн концепцине хатӗрленӗ (2024 ҫ.). Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче "Ҫамрӑксен куравне” хутшӑннӑ (2024 ҫ.). "Тӗссӗр" персоналлӑ графика ӗҫӗсемпе арт обьектсен куравнеирттерчӗ(2024 ҫ.). "Юмах" персоналлӑ курав ирттерчӗ (2025 ҫ).
"Хурӑнташ"
чаршав, 2025
Юма чӑваш ӳнерҫин ӗҫӗ илемлӗ сӑнарлӑ йӑлана кӗнӗ космогони шухӑшӗсене чӑвашла ӑнлантарнине кӑтартать. Ӗҫӗн тӗп концепцине  чӑваш культуришӗн архетиплӑ антропоморфлӑ тӑванлӑх символӗ пек йывӑҫ сӑнарӗ тӑвать. Этнографи ҫӑлкуҫӗсенче, ҫав шутра юрӑ тата юмах фольклор те, йывӑҫ (ансӑр пӗлтерӗшпе - киремет) тӑвансен сӑнарӗсемпе ҫыхӑннӑ - шӑллӑмӑн, аннен, аттен е савнин, ҫакӑ ҫут ҫанталӑкпа этем хушшинчи тарӑн ҫыхӑнӑвӗ чӑвашсен йӑлана кӗнӗ тӗнче картининчепалӑрса тӑрать. Чаршавӑн курӑмлӑ йышӑнӑвӗ йывӑҫпа ҫын кун-ҫулӗн пӗрлӗхӗн идейине актуализацилет, текст урлӑ каласа пирпе пӗрлештернӗ элемент пулать. Йывӑҫ морфологийӗ (вулли ҫӗр тӗнчи, туратсем ҫӳлти тӗнче, тымарсемхтоникӑллӑ сфера пек)  йӑлана кӗнӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗре йӗркелекен уҫлӑх, этем ӳчӗ тата ял тӑрӑхӗ ҫине проектлакан универсаллӑ модель пек тухать.