Роман Твердохлебов
1987 ҫулта ҫуралнӑ. Дисциплинӑсем хушшинчи керамикӑпа, скульптурӑпа, мозаикӑпа тата инсталляципе ӗҫлекен ӳнерҫӗ. Хӑйӗн практикинче цифрӑллӑ астӑвӑм, постиндустри еткерлӗхне, курӑмлӑ археологине тата меметиксене, алӑ техникисене пӗрлештерсе цифра хыҫҫӑнхи концепцисемпе арканса символла архива тӗпчет. В. И. Суриков ячӗллӗ МГАХИ тата Раҫҫей Ӳнер Академийӗн Мускаври Академи ҫумӗнчи Ӳнер Лицейне пӗтернӗ. 2022 ҫулта Museum of Post-Apocalyptic Archaeology в Сube Moscow пӗрремӗш персоналлӑ курав тунӑ. "Киле Таврӑн" (Вырӑс Реализмӗн Ӳнер институчӗ ) тата "Пӗлтерӗшне ҫирӗплетесси" (Горький Паркӗн тата Cube Moscow музейӗ) ушкӑнла проектсенче хутшӑннӑ.  Пысӑк монументлӑ проектсене тунӑ ҫӗрте авторла ушкӑн йышӗнче ӗҫленӗ, ҫав шутра "Лефортово" метро станцийӗн плафонӗн ӳкерчӗкне тӑвасси тата ВДНХри "Атӑлҫи"павильонӗн барельефӗсене реконструкцилесси. Ӗҫӗсем уйрӑм коллекцисенче тата Андрей Вознесенскин культура центрӗн коллекцинче вырнаҫнӑ.
«Камин “Белочка П-44”»
скульптура, 2025
Роман Твердохлебовӑн скульптура ӗҫӗ - 1990-мӗш ҫулсенчи куҫӑм саманчӗн концептуаллӑ тӗпчевӗ, хӑҫан совет кулленхи пурнӑҫӗ йӗркеленекен цифра хутлӑхӗн эстетикипе тӗл пулнӑ. Ӳнерҫӗ каминпа курӑмлӑ кил вучахӗн архетип символӗ пек усӑ курсакӑткӑс нарратив ӑсталать. Ӗҫӗн пурлӑх никӗсне П-44 сериллӗ керамика плиткин пайӗсем тӑваҫҫӗ – ҫав шурӑ-кӑвак плитка каярах совет ҫурт-йӗр тӑвассипе эстетикӑн уйрӑлми пайӗ типлӑ панель хваттерсен паллӑ курӑмлӑ кочӗ пулса тӑнӑ. Анчах та ӳнерҫӗ ҫак усилитарлӑ материалсен функцие тепӗр хут шухӑшласа илет, ҫӗнӗ пӗлтерӗш кӗртет. Йӑлана кӗнӗ чӗрӗ вут вырӑнне каминра керамикӑра шӑннӑ пуҫламӑш компьютер графикин сӑнарӗсем – ачалӑх икӗ тапхӑр чиккинче иртнӗ ӑрӑвӑн метафорипулса тӑнин пиксель тытӑмӗсем - типлӑ панельлӗ хваттерсен уҫлӑхӗнче, анчах та пӗрремӗш йӑлтӑркка экранлӑ персональнӑй компьютерсемпе пӗрле. Ӳнерҫӗ автобиографи опычӗ патне уйрӑм ҫын историйӗ тесе мар технологи ишӗлнӗ вӑхӑтри лару-тӑрӑва лекнӗскер ӑрӑвӑн коллективлӑ опычӗ тесе таврӑнать. 1990-мӗш ҫулсенчи ӳт-пӳ енчен типлӑ ҫурт-йӗр лаптӑкӗпе хӗсӗкленнӗ ачасем ҫак хупӑнчӑклӑха пӗрремӗш персоналлӑ компьютерсен виртуаллӑ тӗнчисене путса саплаштарчӗҫ. Шӑпах ҫак пограничноҫлӑ опыта - аналогпа цифра хушшинче, материалли тата виртуалли хушшинче – Р. Твердохлебовӑн илемлӗх каларӑшӗ фиксацилет.