Катя Тагути
Ӳнерҫӗ, куратор. Объектсемпе, инсталляципе ӗҫлет. Ригӑра ҫуралнӑ. В. И. Суриков ячӗллӗ МГХАИ, К. А. Тутеволь монумент мастерскойне 1988 ҫ. пӗтернӗ. Уйрӑмлӑх палли вӑл "палимпсеста" техника пек усӑ курни, ун чухне пӗр сий витӗр малтанхи курӑнса теприн ҫине хурӑнать. Ҫак илемлӗх мелӗ техника тӗрлӗлӗхӗ кӑна памас унӑн ӗҫӗсене ӑнланма май паракан уҫӑ пулса тӑрать. Юлашки вӑхӑтра   ҫакӑн пек черчен те хевтесӗр, вӑйлӑ символпа тиекен материалсенчен, гипсран тата пресланӑ кӑмрӑкран, тунӑ объектсемпе ӗҫлет: гипс - хӑтлану метафорипе "сыват" е асӑма упрар, кӑвар – органикӑллӑ материн ҫимӗҫӗ пек энерги трансформацийӗн метафори. Хӑйӗн ӗҫӗнче информацире кӗтменлӗх курнӑ Клод Шеннон принципӗпе усӑ курать: "мӗн чухлӗ маларах каламалли сахалрах, ҫавӑн чухлӗ курӑмлӑ "пӗлтерӗшӗ" нумайрах тата информаци хакӗ ҫӳллӗрех". Унӑн ӳнер практикин темисем – уйрӑмлӑха, чикӗсене тата хӑваласа янине, асӑнни,постимперски ӑс-тӑн суранӗсене тӗпчени,  меслет вара - нумай сийлӗх тата эпир пурӑнакан хӑйне евӗр информаци шавӗ, этем тивӗҫлӗхне пулмасанҫын виҫине те пулин упраса хӑварма хӑтланса пурӑнатпӑр. Рокфеллер Фончӗн резиденцийӗн 2012 (Белладжио, Итали), темиҫе резиденцисен Frans Masereel Centrum 2005-08-11 ҫҫ (студи шелкографи, Каастерли, Бельги), Выксӑри резиденцисен 2022 (Раҫҫей) пайташӗ. Ивановӑри Пӗрремӗш Авангард Фабрикин фестивалӗ шайӗнче куратор тата ӳнерҫӗ пулса 2021-22-мӗш ҫулсенчи дисциплинӑсем хушшинчи инсталляцисемпе хутшӑннӑ. Оскар Кокошкӑн музейӗн КУНСТ (Пехлем, Австри) 2008 ятарлӑ парни пур. Мускавра ӗҫлесе пурӑнать.
Александра Моисеенко
Ӳнерҫӗ, продюсер. Переделкино Пултарулӑх ҫурчӗн резиденчӗ.  "Фабрика мастерскойӗсем 2025" ЦТИ Фабрика конкурсӑн "Эксперимент" номинацин ҫӗнтерӳҫи (проекта 2025 авӑн уйӑхӗнче Катя Тагутипе пӗрле пурнӑҫа кӗртӗҫ тата Cosmoscow 2025-мӗш ҫулта кӑтартӗҫ). Кӑнтӑр урал ҫеҫенхирӗнчи Орскра ҫуралнӑ, ҫавӑнтах ӳнер шкулне пӗтернӗ. Пӗрремӗш пӗлӳ – социаллӑ наукисен облаҫӗнче. MA in Political Наука (НИУ ВШЭ, Мускав). НИУ ВШЭ Дизайн шкулӗнче классикӑлла кӗнеке иллюстраци енӗпе хушма пӗлӳ илнӗ. В. И. Суриков ячӗллӗ МГХАИре академи ӳкерчӗкне и ӳнере вӗреннӗ. Графика нарративӗсене, комикс сценари хатӗрӗсемпе никӗсӗсене вӗреннӗ.  Искусство тата социаллӑ ӑслӑлӑхӗсӗн предмечӗсен пӗрпеклӗх пӑнчисене тӗпчет. Тӗпчев тӗллевӗ акӑ мӗнре, илемлӗх меслечӗсемпе ҫынсем, обществӑсем, институтсемпе институцисем, самантсемпе шухӑшсем хушшинчи коммуникацие тишкермелле, мӗн курни-тӳснин тата пурӑнса ирттернин свидетельствисене тупса упрамалла. Юлашки проектсем: СССР раскулачить туни ҫинчен "Тымар Айне" эссе графика пуххи, 2025, Переделкино; "Мӗн юлать?" курав, ПесчанӑйӗнчиГалерея, 2025, Мускав; дисциплинӑсен хушшинчи "Ӑслӑлӑх Сӑнарӗ" курав, ИНИОН РАН (куратор, продюсер), 2024, Мускав. Мускавра тата Орскра ӗҫлесе пурӑнать.
«Мӗн юлать?»
инсталляци, 2024-2025
Икӗ автор проекчӗ - темиҫе виҫепе ӗҫлекенскер виҫӗ пайлӑ инсталляци: уҫлӑхри, эстетикӑллӑ тата социаллӑ-политикӑллӑ. Пӗрремӗш компонент гипсран тунӑ слепоксенчен тӑрать, иккӗмӗшӗ - графика ӗҫӗсен серийӗнчен. Икӗ пайне те "астӑвӑма тӗпчесси" дисциплина рамкипе пӗрлештернӗ, пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӑс-тӑна упрамалли механизмсене тӗпчекен материал символӗсемпе, курӑмлӑ сӑнарсемпе тата сӑмах вӗҫҫӗн свидетельствӑсемпе. Проектӑн илемлӗх методологийӗ истори пӗлӗвӗн фрагментарлӑхӗпе йӗркеленет. Пайӑр иртнӗ кунсен свидетельствисем - асаилӳ татӑкӗсем, пурлӑх артефакчӗсем, ӑнсӑрт документсем - интерпретаци  тӑрӑшнине ыйтаҫҫӗ. Кашни реципиент суйлав умӗнче тӑрать: пур-ҫук пайсенчен реконструкцилемелле е вӗсен пайлӑхне йышӑнмалла. Ӗҫӗн пӗрремӗш пайӗ ҫухатусенпурлӑх свидетельствисене тӗпчет – хӑварнӑ, маннӑ е ирӗксӗртен куҫас ӗҫре пӑрахнӑ япаласене. Ку артефактсем, кил хӑтлӑхӗн никӗсне хывакансем, халӗ вӑхӑтпа ҫыхӑнса пӗр композицие пӗрлешнӗ евӗр месопотамири савӑл ҫырмалли табличкӑсем евӗрлех ҫаврӑнчӗҫ. Фермӑра пӗлтерӗш тан килнӗ чухнехи авалхи пиктограммӑсем евӗр ҫак объектсем кулленхи пурнӑҫа ӗмӗрлӗхех ҫухатнӑ е аркатнӑ паллӑсем пулса тӑчӗҫ. Проектӑн иккӗмӗш пайӗ-графика заметкисем, унта ҫемьери историсем ҫырӑнса юлнӑ. Аса илӳсен пӗр пайӗ кукамӑшӗнчен тӳррӗн тухнӑ, ытти пулӑмсене тӑвансен сӑмахӗсенчен юсаса ҫӗнетнӗ – ҫапла, сӑмахран, хутшӑнакансем ҫав синкерлӗ пулӑмсене шарламасӑр ирттерме кӑмӑлланӑ раскулачить тунин историйӗ сыхланса юлнӑ. Инсталляцин виҫҫӗмӗш объекчӗ - ӳнерҫӗн 2024 ҫулта Орск хулинче шыв илнӗ вӑхӑтри опытне кӑтартакан кӗвенте. Куллен кӗвенте вырӑнне кутамкка ҫакса шыва кайнӑпоходсем хальхи катастрофӑра архаикӑлла чӗрӗ юлнин метафори пулса тӑчӗҫ. Кашни упраннӑ кӗленче хупӑлчи кил-ҫурта ҫухатнин тата тӗп нушасемпе этем тивӗҫлӗхӗ хушшинчи черчен шайлашулӑхӑн свидетельствине ҫаврӑннӑ