Мария Плаксина (Хо Гуй) Т. Плаксинапа Пӗрле
"Гуй" ӳнер пӗрлешӗвӗ 2018 ҫулта Екатеринбургра икӗ инициативӑн идейӑллӑ тытӑҫӑвӗ пек пуҫланнӑ– "лепкотуссем" тата тухӑҫ пӗлӗвӗн практикӑлла лабораторисем. Ӳнерҫӗсен тӗп инструментсем - тӑм скульптурӑпа текст. “ГУЙ” проект ячӗ ритуаллӑ пӗр пӗринпе калаҫмалли керамика треножникӗ тенине пӗлтерет. Тӗтӗм (пӑс) сӑнарне чӗнсе калани урлӑ тата хтонла скульптурӑсем тӑвасси пӗрлешӗве хутшӑнакансем мифологи тӗлӗшӗнчен пуянлатнӑ лару-тӑрӑва куракан чӑнлӑхсем хӑйӗн рольне те, степеньне те хӑех палӑртать. Ӳнерҫӗсеҫ тепӗр пахатӗпчев уйӗсем - хутшӑну практикисем тата хула лаптӑкӗн аталанӑвӗ. Тӗпчевӗн тӗп векторӗ  - тӗрлӗ йӑла-йӗрке хакӗ хальхи искусствӑра вырӑнлӑ пулни, шӑв - шавра цифра технологийӗсемпе потребительсен намӑссӑрлӑхӗнче. Вӗсем палӑртаҫҫӗ : “Эпир “йӑла-йӗркере” ӗҫлекен авторсем мар. “Йӑла"пирӗнпе ӗҫлет". Пӗрлешӗвӗн йышӗ тата формачӗ улшӑнать: иккӗрен пуҫласа шутсӑр нумай хутшӑнакансем таран. ГУЙ ӳнер пӗрлешӗвӗ (Егор Ефремов, Мария Плаксина) пӗтӗмӗшле инсталляцисемпе паблик-арт тӑвать, ытларах скульптурӑпа тата керамикӑпа ӗҫлет. Ӳнерҫӗсем хӑйсен ӗҫӗсенче тӑм, чӳпӗк, утӑ, автор скульптура техники валли никӗс пулнӑ, хӑйӗн мелӗпе чӗкеҫ йӑвисем патне ҫывӑх калӑпланӑ йывӑҫ-органикӑллӑ материалсем усӑ курать. ГУЙпайташсем фантастикӑлла элементлӑ паллакан персонажсем тӑваҫҫӗ - чӗр чунсем антропоморфлӑ паллӑсем илеҫҫӗ, ҫынсем вара пачах урӑхла -фольклор геройӗсем пулса тӑраҫҫӗ. ХО ГУЙ мифологие тӗпчет, уйрӑмах уралтине, ҫавӑн пекех тӗрлӗ культурӑсем пӗр-пӗрне витерессине тата этемлӗх йӗркеленӗвӗн хӑйнеевӗрлӗ процесӗсене.ГУЙ "ВИРХӖНЕТ" ҫӗнӗ куравӗ , пӗр енчен, паллӑ авалхи вырӑс юмахӗнчи ылтӑн ҫӑмартан феноменӗ патне, тепӗр енчен – ӳнерҫӗсен хӑвӑртланакан вӑхӑтпа пулӑмсене, вӗсене логика тӗлӗшӗнчен ӑнлантарса пама йывӑр шухӑшлавне кӑтартать.
«Анне Атти»
инсталляци, 2022
"Анне папки” ӗҫӗн никӗсӗнче 1970-мӗш ҫулсенчи художницӑн амӑшӗн ача тата ҫамрӑклӑх чухнехи ӳкерчӗкӗсем пулчӗҫ. Нихҫан та унччен кӑтартманнисем, нумай ҫул пурӑннӑран, тирпейсӗр усранӑран малтанхи сӑнне ҫухатнисем Мария Плаксинан пултарулӑх тата пурнӑҫ ҫулне пысӑк витӗм кӳнӗ. Проект ячӗ конкретлӑ предмета аса илтерет - вӗренекен сӑран папкӑна, вӑл малтан асаттен, унтан амӑшӗн пулнӑ, каярахпа вара хӑйМария валли искусство тӗнчине хӑйне евӗр ҫул кӑтартса пыракан пулса тӑнӑ. Шӑпах ҫак папкӑра ӳкерчӗксем упраннӑ, вӗсене Татьяна амӑшӗ инженерла чертежсен тепӗр енче тунӑ. Ҫаксенчен курӑмлӑ сӑнарсене стараста, амӑшӗпе куҫа-куҫӑн калаҫса лару-тӑру ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе ыйтса пӗлсе, вӗсен хайлавӗсем, ҫавӑн пекех биографи чӑн сӑнарсен пӑтӑрмахӗсене  сӑнарласа Мария Плаксина темиҫе керамика объекчӗ тунӑ. Ҫак хайлавсем уҫлӑх инсталляцийӗн, пурнӑҫ драматургине уҫса паракан харпӑр хӑй астӑвӑм, черченлӗх призми урлӑ кулленхи тата туйӑмсен сийне ӑруран куҫакан коллизисене ӑру патне никӗс пулса тӑчӗҫ.