«Ҫӳҫ» инсталляцийӗнче Людмила Семенова ача-пӑча аса илӗвĕсене хӑравпа хӑнӑху хушшинчи чикӗсене тӗпчет, тискер те культурӑллӑ, харпӑр тата йӑлана кӗнӗ сӑнара куҫарать. Стенаран ӳсекен ҫӳҫ шикленӗвӗн сӑнарӗпе тата метаморфозӑсен уҫлӑхӗ пулса тӑрать. Тӗпӗнче ҫыхланнӑ ҫӳҫ пайӑркисем майӗпен тӳрленеҫҫӗ, чӑвашӑн йӑлана кӗнӗ элеменчӗсемпе илемлетнӗ ҫивӗт евӗр формӑна кӗрсе пыраҫҫӗ: ҫапла йӗркесӗрлӗх йӗркене куҫать.
Ҫапла майпа Л.Семенова кил-ҫуртпа ҫыхӑннӑ хутшӑнусем пирки нумай шайлӑ сӑмах туса хурать, ӑна малтанлӑха ют вырӑн вырӑнне хурать, харпӑр хӑй хутшӑнӑвне ыйтать. Чӑн – чӑн материалсемпе – йӗспе, тирпе, ҫурма хаклӑ чулсемпеусӑ курса тата этнос эрешӗсене ҫӗнетсе хỹре, ҫивĕт шерепи, чулпӑ, вӑл культурăра уйрăм ăс-тăн культурин контекстне ҫыхать. Ӳнерҫӗ хӑйӗн ӗҫӗнче пултарулӑх процесӗ иртнипе килӗштерÿ тупмалли механизм пулнине кăтартать, тахҫан ют пек туйăнакан япала çине ҫӗнӗрен шухӑшсемпе пăхма пултарнине кӑтартать. «Манӑн ҫӳҫ – манӑн кил-ҫурт» - ҫак сăмахсенче ӳнерҫӗ ҫӗнӗ уйрӑмлӑха ҫирӗплетет, унта ӗлӗк сапаланчӑк ӑс-тӑн, хӑрав тата илем элеменчӗсем пӗрлӗх сӑнарне пӗрлешеҫҫӗ.