Илемлӗ чӗлхеллисем мастерскойсем «Окоем»
Вӗсенче ӑс-тӑн уйрӑмлӑхӗсемпеаталанӑва тата психиатри тӗлӗшӗнчен опытлă ӳнерҫӗсем вӑй хураҫҫӗ. Ӳнерҫӗсемпе ӑстасем пир-авӑрпа, ҫӑмпа, хутпа, йывӑҫпа, ӑвӑспа тата тӗрлӗ материалпа опытлă ӑстасемпе ӗҫлеҫҫӗ. Ӳнерҫӗсенӗҫӗсемпе А. С. Пушкин ячĕллĕ ГММИре  паллаштарнӑ, пӗтӗм Раҫҫейри музейӗн декоративлӑ ӳнерте, «Виҫҫӗмӗшвырăнта», ҫавӑн пекех «Выкса-фестивальте», галерея-мастерскойӗнчи «Зин-фестра» «ГРАУНД Солянка», ҫамрӑксен ярмӑрккинче хальхи ӳнерӗн blazar, port art fairтата хальхи ӳнер пасечӗ WIN-WIN.
«Сад ӑшӗнче»
инсталляци, 2025
Елена Осипова ертсе пынипе тунӑ

«Сад Ӑшӗнчи» куракана символла уҫлӑха-хӳтлӗхе, унта флораллӑ чаршавпа илемлтне çĕре кӗрсе тухма чӗнет. Пир-авӑр порталӗ метаморфозӑпа паллаштарать: ҫӗртен ҫӗкленсечечексем майӗпен кайӑксем пулса тăраççĕ, ҫӳлеллетуртăнаççĕ. Ӗҫ биеннале темипе диалога хутшăнать, чӑвашенри кайӑксен сакраллӑ пӗлтерӗшӗ мифологи йӑли-йӗркипепрактикӑна ăнлантарса парать. Чӑвашӑн тӗнче курӑмӗнчекайăксем уйрӑм вырӑн йышӑнаҫҫӗ - вӗсен символлапӗлтерӗшӗ коллективлӑ этнос нарративӗсенчен тотемлакилӗшӳсемпе тата конкретлӑ ял тӑрӑхӗсемпе çыхăнаççĕ. Кайӑксен пӗрлӗхӗ  этносӑн ҫирӗплӗхӗн метафори пулсатăрать, хӑйне евӗрлӗ культурӑна упраса хӑварассине те кăтартать, чӑваш халӑхӗн территори сапаланчӑкне пӑхмасӑр.
«Ман пуҫри хуласем»
инсталляци, 2025
Елена Дроздова ертсе пынипе тунă

«Ман пуҫри хуласем» ӗҫ хула хутлӑхӗ хушшинчи ҫыхӑну тата уйрӑм ҫын кӑмӑлне йӗркелес ĕçе тӗпчет, кулленхи маршрутсем харпӑр хӑй евӗрлӗхӗнче йӗр хӑварнине уçа парать. Папье-машерен маска евӗр тунӑ вунӑ объект куракана интерактивлӑ опыт туйма сӗнет - хула уҫлӑхӗнтӗрлӗ енӗсене хамӑр ҫинче виҫсе пӑхма май парать. Маскӑсен уйрӑмлӑхӗсем астӑвӑм ӗҫ механизмӗсене кӑтартаҫҫӗ, кунта вӑхӑт иртнӗҫемӗн ӑнланулӑх сӗвӗрӗлет, пӗлтерӗшлӗ асаилӳсем вара субъективлӑ асаилӳсене куҫаҫҫӗ. Ҫак илемлӗ метафора тахҫан пӗлтерӗшлĕ пулăмсене ҫӗнӗреншухӑшласа илме пулăшать, кайран вара çав пулăмсемаса-илӳсенче мифологиллӗ енсем туянаҫҫӗ. Куракансенебиенналпа дрейфа кайма сӗнеҫҫӗ, маскӑсене усă курсауҫлӑха урăхла кăтартать. Ҫакӑн пек мел хӑй тӗллӗнехтуйӑмлӑ реакцисене ҫырса илме май парать тата ҫӗнӗтраекторисем тупса парать. Ҫак ҫулҫӳревре харпăр хăйĕнопычĕ коллективлӑ ӑс-тӑнӗпе диалога кӗрет, хула хутлӑхӗуйрӑм ҫын пулса тӑма мӗнле витӗм кӳнине уҫса парса.