Радик Мусин
1989 ҫулта Агидель хулинче (Пушкӑрт Республики) ҫуралнӑ. Ӗпхӳри ӳнер училищине, Ӗпхӳри патшалӑх ӳнер институтне пӗтернӗ. З.Исмагилова. 2009 ҫултанпа Бухарестра, Мускавра, Салаватра, Пӗтер хулинче, Тюменьре, Ӗпхӳре, Челябинскра тата ытти ҫӗрте иртнӗ ушкӑнпа тата персоналлӑ куравсене хастар хутшӑнать. 2012-2013 Ҫулсенче ӳнерҫӗсене суйласа илсе вӗсен ӗҫне "Пултарулӑх Хули" реалити-шоу шайӗнче (Ӗрхӳ, Салават, Стерлитамак, Оренбург, Самар) пӑхса тӑнӑ. 2014 ҫулта Сергей Шнуровӑн Пӗтер хулинчи «Ретроспектива Брендреализма» проекчӗпе ӗҫленӗ, премьери хальхи ӳнер музейӗнче «Эрарта» (Пӗтер хули) тата хальхи ӳнер музейӗнче «МОМА» (Мускав) пулнӑ. Художника тӗрӗк халӑхӗсен фольклорӗн, тӑван чӗлхен, юмахсемпе мифсен темисем ҫывӑх. Хӑйӗн хайлавӗсене репрезентацилеме тӗрлӗ медиа усӑ курать: живопись, анимаци, лаптак йывӑҫ скульптура, скульптура, граффити, татуировка.
«Культура сийӗ»
тупнӑ объектсем, гравировка
Ӳнӗрҫе Абашево ялне темле малтанхи идейӑсӑр килет, ял хӑй те ӑна формӑпа меслет каласа парать. Абаш культурин палӑкӗ патне каякан ҫул ҫинче вӑл гранитпа мраморӑн халиччен курман пысӑк чулӗсемпе вараланса пӗтнӗ ҫул тупать. Ял ҫинчен пысӑк пӗлӳ сийӗ Абашевӑн археологи эткерлӗхӗ йӗркеленнине шута Илсе Радик археологие вӑйӑ пек пӑхма шутлать. Эпир пурте ача чухне, Абашево ялӗнче, авалхи цивилизацисен йӗрӗсене тупас ӗмӗтпе, тен, ҫав тери хавхаланса чаватпӑр. Радикӑн ача чухне археологи пиратла мыскарасемпе хутшӑнса каять — картишӗнчи ачасемпе пӗрле вӑл хӑйӗн тусӗсем валли хӑй ывӑтнӑ артефактсене хӑй ӳкернӗ мул картти тӑрӑх шырать. Хайлавсен сюжечӗсем ял ҫыннисенчен илтнӗ легендӑсемпе байкӑсем, — ял тӑрӑх ҫӳрекен мӗлкесем, урса кайнӑ упасем тапӑнни ҫинчен калакан историсем пулса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Радик «Стоянка» пурнӑҫӗнчи историсене пухма шутлать. Сӑмахран, тӗп чатӑра чутах илсе кайманни ҫинчен; унта хутшӑнакансем акатуя мӗнле кайса килни ҫинчен; хир сыснисенчен пытанас тесе йывӑҫ ҫине мӗнле хӑпарса ларни ҫинчен. Лагерь пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ заметкӑсем абашево пейзажӗсене графика тӗлӗшӗнчен пуянлатаҫҫӗ. Хӑй ӗҫленӗ май ӳнерҫӗ контекста тата хӑйшӗн ҫӗнӗ гравировка техникине ытларах та ытларах путать — сӑнарсем реализмлӑрах, персонажсем мифлӑрах пулса пыраҫҫӗ. Мулкач сӑнарлӑ арҫури-и вӑл е ҫиччӗмӗш ҫул автан хывнӑ ҫӑмартаран тухакан куйкӑрӑш-и. Ҫак ӗҫсен ярӑмӗнчи уйрӑм пайӗ-Абашевӑра вуланӑ кӗнекесенчи поэзи фрагменчӗсем: Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчӗн ҫутҫанталӑка чӑвашла ҫырса кӑтартнисем е Геннадий Айхин сӑввисем. Радик Абашевӑра ирӗлсекайнӑ историсене пухаканӗ, «Стоянка» пурнӑҫ летописецӗ, абаш ҫӗрӗнчи культура сийне чавакан археолог тата пуласлӑх ҫыннисене ҫырусен авторӗ пулса тӑрать — объектсен пӗр пайне ҫӗре тавӑрса парӗҫ, карттине — Абашево ялӗнче пурӑнакансене парнелӗҫ