15 кӑрлач 1981 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчеҫуралнӑ. 2001 ҫултанпа профессионал фотограф пек ӗҫлет. 2003 ҫулта Чăваш патшалӑх педагогика университетĕнчен "Ӳнер искусствипе черчени"специальноҫӗпе вӗренсе тухнӑ. Штатра тăмасăр дизайнер тата реклама фотографӗ пулса ӗҫленӗ(2003-2007 ҫҫ.).
Персоналлӑ проектсемпе Раҫҫейри, Европӑри тата Америкӑри ушкӑнла тата уйрӑм куравсенче ӗҫленӗ. Дюссельдорфри арт-резиденцисенче тата Парижра практикӑра пулнӑ (2012-2013 ҫҫ.). Хальхи вӑхӑтри проблемӑсен ӳнер Институтӗнче вӗреннӗ (Мускав, 2013-2014 ҫҫ.). Автор сӑн ӳкерчӗкпе визуаллӑ документла тӗпчев инструменчĕ пек ӗҫлет. Хӑйӗн проекчӗсенче вӑл хӑвӑрт иртнине, каяканни, ҫухалаканни кăтартма тӑрӑшать: совет космосӗн историне ача-пӑча площадкисенчи ракетăсемпе, чӑваш язычествине, йӑх историне тата хулан улшӑнса пыракан хӗррисене. Юлашки ҫулсенче автор Атăл шывĕ пирки пысӑк проектпа ӗҫлет. И. Михайловӑн ӗҫӗсем Мультимедиа Арт Музейӗн коллекцийӗсенче, Чулхулари сӑн ӳкерчӗк музейӗн, Чӑваш наци музейӗн тата Францири, Италири, Америкăри, Канадăри, Германири уйрӑм коллекцийӗсенче те пур. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта ӗҫлесе пурӑнать.