Ÿнерçĕ. Вĕренÿ: Шупашкар ÿнер училищи (дизайнер-преподаватель). 2017 ç.; А. И. Герцен ячĕллĕ РГПУ (ÿнер вĕренĕвĕн институчĕ), 2022 ç.; А. Л. Шиглиц ячĕллĕ СПБГХПА (магистратура, «Ÿнерлĕ текстиль»), 2024 ç. Ăна харпăрлăх шыравĕ тата çĕнĕ персонаж (цветочеловек) тăвасси тата чăваш искусствин традицийĕсене тĕпчесе хăйĕн курăмлахĕпе пĕрлештересси кăсăклантарать. 2025 ç. Санкт Петербургри HOY GALLERY «ЭСĔ – ТĔНЧЕ» ушкăнла куравăн хутшăнаканĕ, “iNTERIOR + DESIGN” 2025 преми номинанчĕ, «Раççейре шухăшласа кăларса тунă» 2024 преми номинанчĕ, TRAFF хальхи искусство ярмăркинчевиççĕмĕш вырăнĕнче 2024 хутшăнаканĕ. YOU, COMMODE, OZON, ТВОЕ брендсемпе тата «Çамрăк искусствовед» журналпа ĕçленĕ, Сергей Потанин фончĕ «ВЕЩЬ ТЕБЕ» конкурс ăшĕнче пулăшнипе В. И. Даль ячĕллĕ Раççей литератури историйĕн патшалăх музейĕпе ĕçленĕ май Переделкино хулинчи Пастернак çурт-музейĕ валли сувернир продукцийĕ тунă.