Документлӑ фотограф, сӑн ӳкерчӗ ӳнерҫӗ, журналистка. 1988 ҫулта Киров (Вятка) хулинче ҫуралнӑ. 2011 ҫулта Мускаври Литература институтӗнчен «Поэзи» направленипе, 2022 ҫулта «сӑн ӳкерчӗк» документлӑ тата арт сӑнӳкерчӗкӗн Академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Пӗтер хуллинче ӗҫлесе пурӑнать. Фотопроектсенче социаллӑ темӑсене, иртнипе ҫыхӑннӑ ҫыхӑнусене, вырӑс тулашӗнчи экологи тата антропологи контекстӗсене тӗпчет. Автора наци уйрӑмлӑхӗн енӗсем, архетипсен феноменӗ, раҫҫейри тӗрлӗ регионӑн фольклор тата культурологи уйрӑмлӑхӗсем кӑсӑклантараҫҫӗ. Сӑнӳкерчӗксемпе, архивсемпе ӗҫленипе, коллаж меслечӗпе, илемлӗ текстсемпе усӑ курать, ытти ӳнерҫӗсемпе пӗрле ӗҫлет, фотокӗнекесем тӑвать. Тӗрлӗ медиапа фотограф тата журналист пек ӗҫлет. Коллективлӑ куравсене, пӗтӗм тӗнчери воркшопсемпе ӑсталӑх класӗсене хутшӑнать. Пӗтӗм тӗнчери конкурссен ҫӗнтерӳҫи тата финалисчӗ PhotoArtDoc’24, Blurring the Lines - 2023, Poy Asia – 2023, номинант Leica Oskar Barnack Award (2025), PhotoArtDoc коллективлӑ куравсен пайташӗ Вильнюсра (2024), Contacts&Connections Римра (2025), ярмӑрккӑсем «Контур. Фото» (2025). Ӗҫӗсем Open You Gallery, FotoDepartament коллекцисенче, «Гараж» Музей библиотекинче упранаҫҫӗ.