Саша Кочеткова
Мультидисциплинарлӑ ӳнерҫӗ. Тӗп ӳнерҫӗпе куракан хушшинчи посредниксем - живопиҫ, видео, цифра ӳнерӗ, паблик арт. 1986 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ. 2008 Ҫулта мускав патшалӑх пичет университетӗнче "Художник-график" специальноҫпа бакалавр степеньне илнӗ. Тӗрлӗ тапхӑрта Андрей Волков мастерскойӗнче тата Мускаври Академире живопись урокӗсене илнӗ. 2017-мӗш ҫулта мускаври хальхи ӳнер музейӗ ҫумӗнчи "Ирӗклӗ мастерскойсем" хальхи Ӳнер Шкулне пӗтернӗ, унта 2018-мӗш ҫулта унӑн персоналлӑ куравӗ иртнӗ. Сашӑн ытти персоналлӑ куравӗсем Франци, Итали тата Раҫҫей галерейисенче иртнӗ. 2024 ҫулта Саша италири Prisma Art Prize конкурсӑн финалисчӗ пулса тӑнӑ. Ӳнерҫӗ мускаври хальхи Ӳнерӗн 6-мӗш биенналӗнче тата мускаври ҫамрӑк ӳнерӗн пӗтӗм тӗнчери биенналӗнче хутшӑннӑ.  Европа ҫӗршывӗсенче Тата Раҫҫейре ушкӑнпа куравсене тӑтӑшах хутшӑнать. Цифра экспансийӗн тапхӑрӗнче Саша ҫитменлӗхсемпе тулнӑ, хӑйне шанман, анчах халӗ те чӗрӗ ҫын ҫине пӑхать. Уншӑн чӗрӗ пулни ҫитменлӗхсемпе тулнине пӗлтерет. Сашӑн ӳнер тӗпчевӗн центрӗнче-йӑнӑш, глитч тата чӗрӗлӗх этемсӗрлӗхе кӗрсе каякан уйрӑлу. Глитча вӑл проблема пек мар, портал пек пӑхать. Вӑл ӳнерҫӗн пурлӑх чӑнлӑхне тӗпчемелли меслечӗ пулса тӑрать. Хӑйӗн проекчӗсенче Саша идентичность тата яваплӑх ыйтӑвӗсене ҫӗклет, анчах унӑн ӗҫӗсенчи социаллӑ критика нихӑҫан та приговор пек туйӑнмасть. Тӗрлӗ проводниксемпе ӗҫлет- ҫу живопиҫӗ, 3d анимаци, пичет, паблик арт. Анчах ку форматсен хирӗҫӗвӗ мар, пӗрле пурӑнни – пурлӑхпа цифра, иртнипе пуласлӑх хушшинчи калаҫу.
«It would be dif-ferent if you were plastic»
видео-арт, саунд-арт, 2024
Ӗҫ куҫӑмлӑ тӑрӑмсен темине аталантарать. Унта автор Хӑйӗн аватарне Стикс шывӗллӗ цифра уҫлӑхне вырнаҫтарать. Ун урлӑ каҫасси виртуаллӑ вӑйӑ геройӗн тӗп тӗллевӗ пулать. Кунта ӳт-пӳ улшӑнуллӑ интерфейс пулса тӑрать. Вӑйӑ хӑй - яланлӑх юхӑмӑн метафори. Амниотла кӗлетке пӗрмай чупать. Чупнин ҫавракалӑхне ҫеҫ кӑтартакан артефактсем ҫине пырса тӑрӑнать. Ҫакӑ чикӗсем курӑнманни юлашкинчен-тӗревсем ҫукки. Кунти ҫурт картта ҫинчи пӑнчӑ мар, цифрӑллӑ ҫӗмӗрӗлӳсен ҫак киревсӗр тӗнчинче хӑй пулса юлма май пулса тӑрать. Проекта Digital Air онлайн резиденцийӗн "Phygital Bodies in Speculative Landscapes" сезонӗпе пурнӑҫланӑ.