Ульяна Каль
Архангельскра ҫуралнӑ, унтах пурӑнать. Техникӑсене – фотографи, видео, живопиҫ, саунд арт тата дневник ҫырӑвӗсене хутӑштарать, илемлӗх сӑнарне, метафорикӑлӑха малтанхи пӗлтерӗшне парать. Унӑн практикин никӗсӗнче уйрӑмлӑха шырас тема: хальхи саманара пӗрлӗх ыйтӑвне татса парасси, çыхăнулăх процесӗ. Вӑл ҫурҫӗр фольклорӗн рамкипе усӑ курать, курӑмлӑ тата мифологи кӑтартӑвӗнче идентификаци процесӗнчи хирӗҫӳсене тупса палӑртма тата татса пама.
«Туй пуҫ кӑшӑлӗ»
арт-объект, 2024
Паллаштарнӑ арт-объект сахӑрти шӑна метафорипе усӑ курать. Ку вӑл эпир хӑнӑхнӑ уҫлӑх капкӑнне мӗнле лекни ҫинчен калаҫмалли меслет. Пылак илӗртӳ илӗртет, анчах капкӑнланать . Йӑх-несӗл йӑли-йӗрки, ҫемье ролӗсем пӗр вӑхӑтрах тымарланма та, чикӗленме те пултараҫҫӗ. Ӳнерҫӗ кил-ҫуртӑн, ҫемьен, хӗрарӑмсен йӑлана кӗнӗ пурнӑҫӗн анлӑшӗ пирӗн уйрӑмлӑха епле йӗркеленине кӑтартать. Вӑл пирӗн тавра куҫа курӑнман чикӗсем тӑвать, хӑтлӑ йӑх анлӑшӗ читлӗхе ҫаврӑнать, йӑлана кӗнӗ рольсем хӗсӗк рамкӑсем пулса тӑраҫҫӗ. Каль вӗлле, рой, йӑх йӑви сӑнарӗсемпе – уйрӑмлӑх коллективра ирӗлекен уҫлӑхсемпе ӗҫлет.