Гуля Кабилова-Михайлова
Ӳнерҫе. Шупашкарти ӳнер училищинчен, 2001 ҫулта, живопиҫ уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. И.Я. Яковлева яччеле ЧППУ-ра вӗренсе тухрнӑ, тӗнчери ӳнер культури, бакалавр, 2015 ҫулта. Хальхи вӑхӑтра пултарулӑх шыравӗн тӗп теми вӑл-ҫурт, ҫемье тата хӗрарӑм, ачасем, живопиҫпе графика тӗнчинчи чӑн хутшӑнусене улӑштарасси, икӗ е темиҫе ҫын пӗр-пӗрне витӗм кӳресси тата ӳнер тӗнчипе ҫыхӑнса ӗҫлесси. Маларах ӳнерҫӗ тӗлӗксене чӑнлӑхпа ӑс-хакӑл хушшинчи чикӗри тӑрӑма та тӗпченӗ. Асамлӑ реализм майлӑ ӗҫлет. Вырӑнти театрсемпе пӗрле ӗҫленӗ, сценографи тата костюмсем ӑсталанӑ.
УШКӐНПА КУРАВСЕМ:
"Раҫҫей 10", ЦДХ, Мускав Раҫҫей Ҫамрӑклӑхӗ, Манеж, Мускав хули
Персоналлӑ:
ВЦ Асамат Шупашкарта 2012, Сурпан
(халӗ ЦСИ) "Дежавю", "Ҫул-йӗр альбомӗ",
"Париж" 2016, "Килти калаҫусем" 2019,
Полигон, Шупашкар тата ытти те.
«Ӳт-ҫурт»
инсталляци, 2025
Шупашкарти ӳнерҫӗ Гуля Кабилова ӗҫӗ йывӑр ҫын пулса курнин трансформаци опытне халалланӑ. Проект амӑшӗн ӳчӗ этемӗн пӗрремӗш ҫурчӗ, юратупа эволюци уҫлӑхӗ пулса тӑнине тӗпчет. Ӳнерҫӗ хӑйӗн йывӑр ҫын пулнӑ опычӗ, ача ҫуратакан хӗрарӑмӑн ыйтӑвӗсемпе иккӗленӗвӗсем, хӑрани, хӑйӗн амӑшӗпе хутшӑнусем, ӳт-пӳ мутацийӗ пирки шухӑшлать. Инсталяци формине суйласси ӑнсӑртран мар: амӑшӗпе пепкине ҫыхӑнтаракан кӑвапи спирале пӗтӗрӗнет, ӑна ҫаврӑнӑҫуллӑрах тӑвать. Математикӑра спираль цикллӑхпа тата эволюципе – пурнӑҫӑн тӑтӑш ҫӗнелӗвӗпе-ҫыхӑннӑ. Нумай виҫеллӗ тата улшӑнтаракан йывӑр ҫын пулни ӗҫре хӗрарӑм ачапа тата хӑйӗнпе калаҫни ача валли пӗрремӗш тӗп ҫурт йӗркелемелли никӗс пулса тӑракан тапхӑр пек палӑрать.