Марина Алаева
Ӳнерҫӗ тата архитектор. 1983 ҫулта Ижевскра ҫуралнӑ. 2009 ҫулта КГАСУРАН «Ҫуртсене Проектласси» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ. 2025 ҫулта Мускаври Иосиф Бакштейн хальхи ӳнер Институтӗнчен, «Ҫӗнӗ ӳнер стратегийӗсем» курсран вӗренсе тухнӑ. Ӳнер практикин фокусӗнче – пахчаҫимӗҫ феноменӗ унӑн социологи, тӗн тата ӳт-пӳ енӗсенче. Марина Алаева ижев калаҫӑвӗпе тетел поэзине тӗпчет, удмурт чӗлхине ҫухатас темӑпа ӗҫлет. 2022 ҫулта Ҫӗнӗ Третьяковкӑри «Раҫҫей Таланчӗ» ушкӑн куравне хутшӑннӑ. Марина Алаева Удмуртири ӳнер искусствисен республикӑри музейӗнче Удмуртири художниксен Союзӗн ушкӑнлӑ куравӗсене кашни ҫулах хутшӑнать. 2023 ҫулта Ижевск Хулин Музейӗнче «Ҫӗр ахрӑмӗ» персоналлӑ курав иртнӗ. 2024 ҫулта «Хумсем. Юххасем. Уй-хирсем. Пӗлӗтсем» Мускавра «Фабрика» ЦТИре ушкӑнри куравра хутшӑннӑ.
«Тĕм/Вĕтлĕх»
инсталляци, зин, 2025
Марина Алиева инсталляцийӗ теплицӑна культурӑсен хушшинчи диалог уҫлӑхне ҫавӑрать, унта регионти сӑмахсемпе ҫырнӑ хӗрлӗ хӑюсем «тĕм/вĕтлĕх» хӑю тытӑмне йӗркелеҫҫӗ. Текста вулас тесен куракан ҫӗрпе чӗлхе ҫыхӑнӑвне ӳт-пӳ енчен пурӑнса пахчаҫӑ кӗлетке тӑрӑмне йышӑнать тейӗн. Ячӗ "чӗлхе тӗмӗ" ӑнлава – генетика ҫыхӑнӑвӗсӗр ҫыхӑнакан чӗлхесен ушкӑнне аса илтерет. Алаева чӗлхесем ӳсен-тӑран евӗр ҫыхланнине, пӗлтерӗшсен пӗрлехи экосистемине йӗркеленине кӑтартать. Полифониллӗ аудио уҫлӑха чӗрӗ словаре ҫавӑрать, унта тӗрлӗ чӗлхе ушкӑнӗсенче пурӑнакансем регионти сӑмахсене ӑнлантараҫҫӗ. Ӳнерҫӗ удмурт уҫлӑхӗпе чӗлхе культурисем пӗр-пӗрне пуянлатакан лингвистика теплици пек ӗҫлет. Лентӑсене ҫирӗплетекен магнитсем тӑван ҫӗр патне туртӑннине пӗлтереҫҫӗ. Пахча ĕçĕ тӗпчевӗсен контекстӗнче ӗҫ акмалли практикӑсем ӳт-пӳ опытне кӑна мар, чӗлхе опытне те еплерех йӗркеленине кӑтартать.