Чăвашсем

Чăваш историйĕ / Фактсем
Вăтам Азирен килнĕ гунсем (хунсем) чăвашсен мăн аслашшĕсем шутланаççĕ.
Чăваш юрри
01
Пирĕн эрăчченхи II - III ĕмĕрсенче Çурçĕр Кавказ тăрăхĕнче тĕпленнĕ, VI-VII ĕмĕрсенче вара урăх пăлхар йăхĕсемпе Вăта Атăл тăрăхне куçса килнĕ. Кунта вĕсем финно-угорсемпе пĕрлешсе Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ йĕркелеççĕ.
02
1552-мĕш çулта Хусана илнĕ хыççăн чăваш çĕрĕсем Хусан уесне кĕреççĕ (1708-мĕш çул хыççăн - кĕперне).
03
Чăваш культури кÿршĕ республикăсен - тутар, мари, башкир культурисемпе питĕ тачă çыхăннă.
05
Чăвашсен çĕр ĕçĕпе çыхăннă хăй чĕлхи, йăла-йĕркепе уявсем пур: Акатуй, Çимĕк, Пукрав, Петрав.
06
Вырăс çĕр шывĕпе пĕрлешиччен чăвашсен хăйсен тĕнĕ пулнă, анчах та XVI ĕмĕрте чăвашсене православи тĕнне кĕртме пуçлаççĕ, чиркÿсем хăпартаççĕ.
04
Авалхи фольклора кулленхи, йăла-йĕрке, социаллă тата истори (Ылтăн Урта тата Хусан ханстви вăхăтĕнчи пулăмсем çинчен хывнă) юррисем кĕреççĕ.
Конец III века до н. э.
Пирĕн эрăчченхи III ĕмĕрте Центральнăй Азире тĕрĕк чĕлхеллĕ халăхсен йăхĕсем - гуннсем (хуннсем) вырнаçнă пулнă. Гуннсем хушшинче тĕрлĕ йăхсем пулнă, чăвашсем оногур-пăлхар тата сабир йăхĕсенчен тухнă тесе шутлаççĕ.
Чăвашсем çинчен
Пирĕн эрăчченхи III ĕмĕрĕн вĕçĕнче гунсем хĕвеланăç еннелле, Вăта Ази тата Казахстан урлă, çул тытаççĕ. Çавăнпа та чăвашсен мăн аслашшĕсен чĕлхине икçĕре яхăн авалхи иран сăмахĕ, вуншар инди сăмахĕ витĕрет. Унсăр пуçне, вĕсен тĕнне зороастризм элеменчĕсем те витереççĕ.
Конец III - начало IV вв.
III ĕмĕр вĕçĕнче - IV ĕмĕр пуçламăшĕнче вĕсем Çурçĕр Кавказ, Азов çумĕнчи чылай пысăк территорине йышăнаçç. Çак тăрăхра пурăннă халăхсен витĕмĕпе чăвашсен мăн аслашшĕсем вĕсен туй йăли-йĕркисене, космогонизм теорийĕсене, спецификăлла культура йĕркисене йышăнаççĕ. Члхере темиçе теçетке грузин, армян, византи челхисенчен кĕнĕ сăмах сыхланса юлнă.
30-40 гг. VII века
VII ĕмĕрти 30-40-мĕш çулĕсенче хан Кубрат Аслă Пăлхар çар-политикăллă пĕрлешÿ йĕркелет, кунта тĕрĕк чĕлхеллĕ йăхсем кĕреççĕ.
50-е гг. VII века
VII ĕмĕрти 50-мĕш çулсенче Хасарсен каганачĕ çирĕпленсе çитсен тата хан Кубрат çĕре кĕрсен Аслă Пăлхар виçĕ пая саланать. Кубрат ывăлĕсем влаçа хăйсем хушшинче пайлаççĕ: Аспарук пăлхарсен пĕр пайĕпе (кутригурсемпе) хĕвеланăç еннелле Балкан çине çул тытать, унта Дунай Пăлхарне никĕслет; Батбайпа пăлхарсен тепĕр пайĕ (“хура пăлхарсем”) хасарсене пăхăннă; Котрагарпа пăлхарсен тепĕр пайĕ вара (“кĕмĕл пăлхарсем”) 670-мĕш çулсенче Вăтам Атăл тăрăхне куçса килнĕ.
VIII век
Кĕмĕл пăлхпрсем Атăл тата Кама тăрăхне куçса килсен кунта авлхи мари, коми, удмурт, мордва, черемис, пăртас халăхĕсем вырнаçнă пулнă. VIII ĕмĕрте тĕрĕк чĕлхеллĕ тата финно-угор халăхĕсем пĕрлешеççĕ, IX-X ĕмĕрсенче вара Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ йĕркеленет.
1236 год
1236-мĕш çулта тутарла монголсем Пăлхар патшалăхне аркатаççĕ. Атăлçи Пăлхар Ылтăн Уртан облаçĕ пулса тăрать. Пăлхар хули вара Ылтăн Уртан пĕрремĕш тĕп хули пулать.
вторая половина XIII – XV вв.
Монголсен тапăнăвĕсемпе ун хыççăн пулса иртнĕ пулăмсем Атăл тата Урал регионĕсенче пурăннă халăхсене куçса çÿреме хистенĕ, çавăнпа та тĕрĕк-пăлхар культурин витĕмĕ чакать. Чăваш, тутар тата башкир халăхĕсен этносĕсем уйрăммăн майлашăнма пуçлаççĕ.
середина XV – начало XVI веков
XV ĕмĕр варринче Хусан ханстви йĕркеленнĕ хыççăн чăвашсен пĕр пайĕ хальхи вăхăтри Чăваш Республикин çурçĕр-хĕвелтухăç енне куçса килет, тепĕр пайĕ вара XVII ĕмĕр вĕçне хусан тутарĕсемпе явăшса кайнă. XV ĕмĕр вĕçĕнче хальхи Чăваш Республикин территорийĕ çинче, унсăр пуçне, Хусан çумĕнчи районсенче чăваш халăхĕ тĕпленет.
Мускав княжествипе Хусан ханстви чиккисем хушшинче вырнаçнă чăваш çĕрĕсем час-часах вĕсен çарĕсен хирĕçÿ вырăнĕ пулнă. Вырăссем, Хусана илес йышлă похочĕсенче, çул çинче тĕл пулакан ялсене çарата-çарата хăварнă.
1551 - 1552 гг.
Хаяр Иван Хусана илнĕ хыççăн чăвашсем Вырăс çĕр шывĕпе пĕрлешеççĕ. Кун хыççăн чăваш çĕрне, çĕр шыв умĕнче службă тытакан, вырăссем куçса килме пуçлаççĕ.
Середина XVIII века
XVIII ĕмĕр варринче чăвашсене православи тĕнне кĕртнĕ, анчах та XIX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсемчченех тĕне кĕртни формаллă кăна пулнă, мĕншĕн тесен ют чĕлхепе иртекен проповедьсем чăвашсемшĕн ăнланмалла мар пулнă. Чăвашсем малалла та хăйсен тĕнне пăхăнса пурăннă.
1920 - 1925 гг.
1920-мĕш çулта Чăваш çĕрĕ автономлă облаç пулса тăрать. Чăваш Республикин хăйĕн правительстви, конституцийĕ, гербĕ, ялавĕ тата гимнĕ пур. 1990-мĕш çултан республикăра икĕ официаллă чĕлхе - чăваш тата вырăс.
I в. до н.э. - I в. н.э.
1990-е годы
В 1992 г. в Чувашии приняты современные Герб, Флаг, Гимн Республики. В 2000 г. принята современная Конституция.
Contact us:
+7 (495) 783-08-26
chuvash.biennale@rim-pn.ru
Follow us
Chuvash Biennale of Contemporary Art © 2022
Design Partner